Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Паллӑ ячӗ (Морфологи, СЛПЧЧС)

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ


Япала е ӗҫ паллине пӗлтерекен пуплев пайне паллӑ ячӗ теҫҫӗ.
Паллӑ ячӗн ушкӑнӗсем:<<1. Мӗнлелӗх паллӑ ячӗ (сарӑ, пысӑк, пӗчӗк, ҫӳллӗ, лутра, чипер, хитре, таса, вӑйлӑ, сарлака, мӑнтӑр, ҫинҫе).
2. Ҫыхӑну паллӑ ячӗ (пӗлтӗрхи, кӑҫалхи (тырӑ), йӑмраллӑ (ял), хурӑнлӑ (ҫул), лашаллӑ (хуҫалӑх), урасӑр (пукан)).

Паллӑ ячӗсен пулӑвӗ

>>Аффикссем<<>>Мӗнле сӑмах ҫумне хушӑнать<<>>Тӗслӗхсем<<
-ак(-ек)япала ячӗшывак (шыв+ак), ҫӑвак (ҫу+ ак), пылак
паллӑ ячӗшӗвек пыл, йӳҫек сӑра, тӑварлак
-ака(-еке)паллӑ ячӗлутака (лутра+ака) ҫын, вӗҫлеке сухал, чӑмрака, кӑтрака
-ам(-ем)паллӑ ячӗвӑтам, тӳрем, хутлам
евӗрлев сӑмахӗкӑнттам, яштам, йӑлттам
-амас(-емес)паллӑ ячӗҫарамас, хӗрлемес, ҫӳҫлемес, тӗклемес, ҫӑмламас, хӑмламас, начкамас, вӑйламас
япала ячӗҫилхемес, пакалчамас
-анка(-енке)паллӑ ячӗшуранка, ҫутанка, хытанка
-анкӑ(-енкӗ)паллӑ ячӗйӳҫенкӗ, пиҫенкӗ, черченкӗ, пушанкӑ, хытанкӑ
-ашка(-ешке)паллӑ ячӗҫемҫешке, кӑтрашка, лӑпчашка, ҫаврашка, ҫинҫешке, кукрашка, таврашка, каҫрашка, тӗврешке
-ӑ(-ӗ)глаголуҫӑ, йӳҫӗ, шӗвӗ, ҫутӑ, типӗ, тӑрӑ, выҫӑ, хупӑ
-ӑк (-ӗк)глаголкатӑк, хӗсӗк, чӗрӗк, усӑк, хуҫӑк, ҫӗрӗк, ҫурӑк, хӑрӑк
-ӑҫ(-ӗҫ)глаголпӑрахӑҫ, ҫаврӑнӑҫ, пӑрӑнӑҫ, манӑҫ
-ка(-ке)паллӑ ячӗҫӑмӑлкка, начаркка, чиперкке, самӑркка, имшеркке
евӗрлев сӑмахӗлемсӗркке, лӗмпӗркке, вӗтӗркке, мӗшӗлкке, кӗмсӗркке, йӑштӑркка, лепсӗркке, кӗштӗркке, йӑлтӑркка
кӑ(-кӗ)паллӑ ячӗтӑкӑскӑ, черченкӗ
глаголхӗрӗнкӗ, ҫӗршӗнкӗ, пусӑрӑнкӑ, тытӑнкӑ, сулӑнкӑ
евӗрлев сӑмахӗлӑкӑшкӑ, кӑрӑнкӑ
-кӑн(-кӗн)глаголвӗҫкен, выҫкӑн, ҫӑткӑн, каскӑн, ҫуткӑн, таркӑн, чупкӑн
-лак(-лек)япала ячӗпӑрлак, тӑварлак
паллӑ ячӗсивлек
глаголшуҫлак, тӑслак
-мак(-мек)глаголшыҫмак, чармак, тӑсмак, сулмак, шурмак, катмак
-ҫах(-ҫех)япала ячӗкӑмӑлҫах, мӑшкӑлҫах
паллӑ ячӗҫӑмӑлҫах
-тай(-тей)паллӑ ячӗмӑнттай, ҫӑмӑлттай, чуманттай
-тиевӗрлев сӑмахӗчӗвӗлти, мӑрӑлти, йӑлтӑрти, шапӑлти, вӑшӑлти, мӑшӑлти, мӗшӗлти, лӑпӑрти, ҫатӑрти, йӑкӑрти, лӑкӑрти, вӗтӗлти
-чӑк(-чӗк)глаголсавӑнчӑк, ҫилленчӗк, хыпаланчӑк, ӳркенчӗк, сӗтӗрӗнчӗк, мухтанчӑк, каппайчӑк, вӑтанчӑк, ӳпӗнчӗк, сирпӗнчӗк, исленчӗк, йӳҫенчӗк

Мӗнлелӗх паллӑ ячӗсен танлаштару степенӗсем

>>Степеньсем<<>>Аффикссем е сӑмахсем<<>>Мӗнле сӑмахсем ҫумне хушӑнаҫҫӗ<<>>Тӗслӗхсем<<
1. Тӗпстепень аффиксӗ ҫуквӑйлӑ, пысӑк, ҫӗнӗ, йывӑр, самӑр, чипер
2. Танлаштаруллӑ-тарах(-терех)"р" сасӑпа пӗтекенйывӑртарах, самӑртарах, чипертерех
-рах(-рех) -тарах (-терех)й, л, н сасӑпа пӗтекеннумайрах—нумайтарах, ҫӑмӑлрах — ҫӑмӑлтарах, тарӑнрах — тарӑнтарах
-рах(-рех)ытти сӑмахсем ҫумневӑйлӑрах, пысакрах, ҫӗнӗрех
3. Вӑйлӑчи, чӑнпаллӑ ячӗ умне лартаҫҫӗчи пысӑк, чӑн пысӑк
паллӑ ятне икӗ хут каласахӗрлӗ-хӗрлӗ, ҫӗнӗ-ҫӗнӗ, ӑшӑ-ӑшӑ, сарӑ-сарӑ
паллӑ ячӗн малтанхи сыпӑкне ҫав паллӑ ячӗ умне лартсасап-сарӑ, хӗп-хӗрлӗ, тап-таса, ҫап-ҫара, кӑн-кӑвак

Паллӑ ячӗсен палӑрту категорийӗ

>> аффикслӑ формӑсем<<>>-скер аффикслӑ формӑсем<<
вӑйлӑ+и=вӑйли, шурри, сарри, хӗрли, пысӑкки, пӗчӗкки, сарлаки, ҫамрӑкки, кивви, ҫӗнни, чиперри, савӑнӑҫливӑйлӑ+скер=вӑйлӑсквр, начарскер, пӗчӗкскер, кивӗскер, хӗрлӗскер, илемлӗскер, хураскер, пысӑкскер

Палӑрту аффиксӗсем йышӑннӑ паллӑ ячӗсен вӗҫленӗвӗ

>>Падежсем<<>>Пӗреллӗ хисеп<<
Тӗппысӑккипысакскер
Камӑнлӑхпысӑккинпысӑкскерӗн
Парупысӑккинепысӑкскере
Вырӑнпысӑккинчепысӑкскерте
Тухупысӑккинченпысӑкскертен
Пӗрлӗлӗхпысӑккипепысӑкскерпе
Ҫуклӑхпысаккисӗрпысӑкскерсӗр
Пиркепысӑккишӗнпысӑкскершӗн

>>Падежсем<<>>Нумайлӑ хисеп<<
Тӗппысӑккисемпысакскерсем
Камӑнлӑхпысӑккисенпысӑкскерсен
Парупысӑккисенепысӑкскесене
Вырӑнпысӑккинсенчепысӑкскерсенче
Тухупысӑккинсенченпысӑкскерсенчен
Пӗрлӗлӗхпысӑккисемпепысӑкскерсемпе
Ҫуклӑхпысаккисемсӗрпысӑкскерсемсӗр
Пиркепысӑккисемшӗнпысӑкскерсемшӗн

Ҫыхӑну паллӑ ячӗсен пулӑвӗ

>>Аффикссем<<>>Мӗнле пуплев пайӗ ҫумне хушӑнать<<>>Тӗслӗхсем<<
-лӑ(-лӗ)япала ячӗкуҫлӑ, куҫлӑхлӑ, туслӑ, хурӑнташлӑ, юлташлӑ, хӗвеллӗ, аслатиллӗ, вӑхӑтлӑ, шинеллӗ, моторлӑ
хисеп ячӗикӗ пинлӗ, ҫӗр ҫирӗм пинлӗ, вунӑ пинлӗ
-лӑх(-лӗх)япала ячӗхӳтлӗх, вӑрлӑхлӑх, кӗпелӗх, силослӑх, виҫӗ пуслӑх, пилӗк ҫуллӑх, пӳртлӗх, ӗмӗрлӗх, вӑхӑтлӑх, пӗркунлӑх
наречипаянлӑх, яланлӑх, кӑҫаллӑх, халлӗх, йӑпӑртлӑх
-сӑр(-сӗр)япала ячӗилемсӗр, хуплашкасӑр, киревсӗр, усӑсӑр, вӑйсӑр, уксасӑр, пукансӑр

>>Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-23 22:07:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8334 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем